Çутă çул
+28 °С
Облачно
Культура
4 Июля 2022, 15:43

Ситекпуçсем район чысне хÿтĕленĕ

Фестивале йӑлана кӗнӗ пек туслӑх вӑйă картипе уҫнă.

Ситекпуçсем район чысне хÿтĕленĕСитекпуçсем район чысне хÿтĕленĕ
Ситекпуçсем район чысне хÿтĕленĕ

Уфари С.Т. Аксаков ячĕллĕ культурӑпа кану садӗнче "Салам" чӑваш юррипе ташшин XII фестивалӗ иртнӗ. Фестивале йӑлана кӗнӗ пек туслӑх вӑйă картипе уҫнă. Ҫав тери илемлӗ япала, нумай наци костюмӗсен пухăвĕ. Унта 17 хăй пултарулӑх коллективӗ, ҫавӑн пекех 17 пĕччен юрлакан ҫын хутшӑннӑ. Пурӗ 300 ытла ҫын.
Ҫак пысӑк уява Пишпÿлек районӗнчи коллективсем те хутшӑннă. Района Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн чӑваш халӑх фольклор коллективӗ "Тӑванлӑх" (ертӳҫи Гульнара Васильева) тата "Берегиня" вокал ушкӑнӗ (ертӳҫи Инна Никифорова) тӑратнă.
"Коллективлӑ ташӑ" номинацире 1-мĕш вырăн чӑваш халӑхӗн фольклор коллективӗ "Тӑванлӑх" (ертÿçи Г. Васильева) "Яра пар" чăваш ташшипе йышӑннă.
"Эстрада юррисене пурнӑҫлани" номинацире 3-мĕш вырӑн "Берегиня" юрлакан ушкӑн тивӗҫнӗ. Вӗсем "Ан васка ытла, тӑванӑм", "Алла купӑс парӑр-ха" юрӑсене шӑрантарнă.


Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Ситекпуçсем район чысне хÿтĕленĕ
Ситекпуçсем район чысне хÿтĕленĕ
Ситекпуçсем район чысне хÿтĕленĕ
Ситекпуçсем район чысне хÿтĕленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас