Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
18 Июлӗн 2022, 14:27

Пишпÿлек çĕрĕ çинче "БИШБАЛЫК" фестиваль иртрӗ

Пишпÿлек районӗнче "БИШБАЛЫК" фестиваль иртрӗ, унта хутшӑнакансем районти туризм вӑй-хӑвачӗпе лайӑхрах паллашма ҫеҫ мар, ӑна гастрономи енчен уҫма та пултарчӗҫ.  

Икӗ кун тăршшĕ туризм объекчӗсемпе обществӑлла апатлану вырӑнӗсем уҫӑ пулнă, унта пыракансене валли ятарласа пулӑ менювĕ хатӗрленӗ. Пӗтӗм фестивале иккӗмӗш кун пĕтĕмлетрӗ, ӑна ирттермелли вырӑн А.Ф. Ахметов ячӗллӗ парк пулса тӑчӗ. Ку мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов тата ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн представителӗ Наиль Абелгузин хутшӑнчӗҫ. Кунта "Поварсен çапӑҫӑвӗ" пулса иртрӗ, унӑн конкурсанчӗсем пулӑ апачӗ хатӗрлекен мастер-класс пачӗҫ, кулинари ремеслин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Унсӑр пуҫне дегустаци, сувенир продукцине сутасси, аттракционсем, конкурссем, вӑйӑсем, ӑмӑртусем, ҫавӑн пекех кăпăк шоу та йӗркеленӗ. Фестиваль "Йэшлек шоу" — Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен фестивалӗн пушкӑрт эстрадин финалисчӗсен пысӑк концерчӗпе вӗҫленчӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.

Пишпÿлек çĕрĕ çинче "БИШБАЛЫК" фестиваль иртрӗ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче "БИШБАЛЫК" фестиваль иртрӗ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче "БИШБАЛЫК" фестиваль иртрӗ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче "БИШБАЛЫК" фестиваль иртрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: