Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Июлӗн 2022, 18:09

Интереслĕ ҫынпа тӗл пулни

Ҫак кунсенче Василий Сергеевич Антонов Пишпÿлекри тĕп библиотекӑра тата историпе этнографи музейĕнче пулнă.

Интереслĕ ҫынпа тӗл пулни
Интереслĕ ҫынпа тӗл пулни

Районти тӗп библиотека фончӗ писателӗн, Чӑваш Республикин писательсен союзӗн тата Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗн Антонов Василий Сергеевичӑн чӑвашла ҫӗнӗ издательствисемпе пуянланнă. Ҫак кунсенче писатель хӑйӗн тусӗпе Пишпÿлекри тĕп библиотекӑра тата историпе этнографи музейĕнче пулнă. Вăл хăйĕн планĕсем, интересӗсем ҫинчен тата чӑваш писателӗсем ҫинчен интереслӗ сведенисем нумай каласа панă, вӗсенчен чылайӑшне вӑл хӑй те пӗлет. Писатель хӑй оптимизмӗпе тата иксӗлми хастарлӑхӗпе тӗлӗнтернӗ, вăл 73 ҫул тултарнă пулин те. Ӑна ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр та интереслӗ, пултаруллӑ ҫынпа çĕнĕ тĕлпулусем тата, паллах, ҫӗнӗ кӗнекесем кӗтетпӗр!


Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

Интереслĕ ҫынпа тӗл пулни
Интереслĕ ҫынпа тӗл пулни
Интереслĕ ҫынпа тӗл пулни
Интереслĕ ҫынпа тӗл пулни
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: