Пишпÿлекри Культура керменӗнче сцена валли светодиод экранӗ, сасӑ тытӑмӗн студине хатӗрлесси, видеофалсене юсамалли тата методика службин ӗҫӗ валли компьютерсем, пултарулӑх коллективӗсем валли наци костюмӗсем, начар илтекенсем валли оборудовани туяннă. "Пĕчĕк тӑван ҫӗршыв культури" ВПП "Единая Россия" проектне пула ҫӗнӗ пахалӑхлӑ форматра мероприятисем ирттерме, культура учрежденийӗсене пахалӑхлӑрах тата усӑ курма пултаракан пулӑшусем тума май килнӗ.
"Пĕчĕк тӑван ҫӗршыв культури" проекта пурнӑҫламалли презентацие Пишпÿлек районне "Единая Россия" "Пĕчĕк тӑван ҫӗршыв культури" проекчӗн общество канашӗн председателӗ Александр Владимирович Кузьменко хутшӑннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.