

Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче чӑвашсен паллӑ писателӗ, драматургĕ, музыканчĕ, поэчĕ Ф.Н. Вуколов-Эрлик ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗренпе ҫак юбилей кунне халалланӑ черетлӗ мероприяти ирттернӗ. Библиотекарь Л.А. Кириллов пирӗн чапа тухнӑ ентешӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен каласа панă. Филипп Николаевич питӗ пултаруллӑ ҫын пулнӑ. Мӗнле пултарулӑх кăна пулман-ши унӑн: илемлӗ сасӑллӑ юрӑҫӑ, композитор, музыкант, чаплӑ писатель тата поэт.
Мероприяти теми Ф.Н. Вуколов-Эрликăн нумай пулмасть пичетленсе тухнӑ "Кăвак хуппи" романа сӳтсе явасси пулнă. Нумай пулмасть районти Тӗп библиотекӑра Ф.Н. Вуколов-Эрлик пултарулӑхне халалланӑ "Хӑйӗн ҫӗрӗн ывӑлӗ" конференцире ку чаплӑ та интереслӗ кӗнекене туянма май пулнă. Сӑмах май, конференци чи ҫӳллӗ шайра иртнӗ, унта хутшӑнакансем пурте çакна палăртнă. Ҫак конференцин чӗннӗ хӑнисем каланӑ тӑрӑх, кӗнекене вӗҫне ҫитиех пĕр харăсах вуласа тухатăн, вӑл пӗрремӗш страницӑранах илĕртет. Романа чӗрӗ, илемлӗ, пуян литература чӗлхипе ҫырнӑ.
Писатель хӑй ӗмӗрӗнче ӑна пичетре курма ӗмӗтленнӗ, анчах ӗлкӗреймен. Нумай ҫул иртсен тин, хастар, талантлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе, алҫырӑвне пичетлесе кӑларнӑ.Ҫакӑншӑн эпир питӗ хавас. Мероприятире писателӗн литература чĕлхипе тепӗр хут киленес тесе роман сыпӑкне те вуланă.
"Вуколов вулавӗсем" республикӑри онлайн-конкурсра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ В.А. Леонтьева сӳтсе явнӑ чухне пысӑк хавхаланупа тухса каланă. Вӑл, библиотекарь пекех, вуласа тухнӑ кӗнекерен хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен тӗплӗн каласа панă. Хăйлавăн нумай интереслӗ саманчӗсене, романри тӗп геройсен шӑпине сӳтсе явнă...
Революциччен чӑваш ялӗнче ахаль ҫынсен пурнӑҫне, асапӗсемпе ӗмӗчӗсене писатель питӗ ӗненмелле кӑтартса панӑ. Мероприятире тухса калаҫакансем В.П. Павлована та кӑсӑкланса итленĕ, вӑл писателӗн инҫетри хурӑнташӗ пулать.
Сӳтсе явакансем "Чапа тухнӑ ентеш" викторина та ирттернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.