+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Кистенлĕри Культура çуртĕнче ача-пӑча Çӗнӗ ҫул площадки уҫнӑ. Уявра Хӗл Мучи ачасене хӑйӗн интереслӗ шухӑшӗсемпе йӑпатнӑ. Ачасем вӑйӑ вылянă, юрӑсем юрланă, сӑвӑсем каласа панă. Ачасем хускануллă вӑйӑсемпе конкурссене хастар хутшӑннă, унта кашни ача хӑйӗн пултарулӑхӗпе хӑвӑртлӑхне кӑтартнă. Хӗллехи тупмалли юмахсен тупсӑмне тупнă.
Унта хутшӑнакансем пурте тутлӑ призсем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.