Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
28 Нарӑсӑн 2023, 10:35

"Театр.Творчество.Талант" ялти пултарулӑх театрӗсен зона фестивалӗн юлашки тапхӑрĕ уҫӑлнă

Финалистсем тухса каланин шайне професси жюри хаклӗ.

Акӑ ӗнтӗ тахҫантанпах кӗтнӗ кун ҫитрӗ. Пишпÿлек ҫӗрӗнче, Пушкӑрт театр искусствин ӑстаҫи Тимербулат Губайдуллович Имашевӑн тӑван ҫӗршывӗнче "Театр.Творчество.Талант" ялти пултарулӑх театрӗсен зонӑри фестивалӗн юлашки тапхӑрӗнчи чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ событие уҫнӑ.
Фестивале хутшӑнакансемпе хӑнасене саламлӑ сӑмах Пишпÿлек район администрацин пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов тухса каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Пишпÿлек ҫӗрӗ чаплӑ ҫынсен йышне ӳстернине палӑртнă. Район пуҫлӑхӗ фестивале хутшӑнакансемпе хӑнасене пурне те ҫутӑ туйӑмсем, ырӑ кăмăл-туйăм тата ҫирӗп сывлӑх суннă.
Финалистсем тухса каланин шайне професси жюри хаклӗ.
Пире театр постановкисемпе тулнӑ икӗ кун кӗтет. Ялти чи лайӑх, хӑйне евӗрлӗ тата ҫутӑ театрсен 11 курӑмлӑ спектакльсем кӑтартӗҫ. Театр искусствипе пӗрле киленме чӗнетпӗр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.

"Театр.Творчество.Талант" ялти пултарулӑх театрӗсен зона фестивалӗн юлашки тапхӑрĕ уҫӑлнă
"Театр.Творчество.Талант" ялти пултарулӑх театрӗсен зона фестивалӗн юлашки тапхӑрĕ уҫӑлнă
"Театр.Творчество.Талант" ялти пултарулӑх театрӗсен зона фестивалӗн юлашки тапхӑрĕ уҫӑлнă
"Театр.Творчество.Талант" ялти пултарулӑх театрӗсен зона фестивалӗн юлашки тапхӑрĕ уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: