Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
8 Мартӑн 2023, 14:31

Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ

Ĕнер Пишпÿлекри Культура керменĕнче уяв концерчĕ иртнĕ.

Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ
Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ


Тусӑмсем! Хаклӑ хӗрарӑмсем! Тулта юр-ха, анчах пирӗн чӗресенче ҫуркунне вӑранать. Ҫапла иртет яланах чи юратнӑ, нумай кӗтнӗ уяв – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ ыран тенӗ чух, эпир Пишпÿлекри Культура керменӗнче тӗл пултӑмӑр, хамӑрӑн савнӑ дамӑсене сире мӗн тери хакланине тепӗр хут каласа парас терӗмӗр. Уяв каҫӗ калама ҫук лайӑх пулчӗ. Чаплӑ концерт номерӗсем, нумай эмоцисем, савӑнӑҫлӑ тӗлпулусем тата туслӑ хутшӑнусем. Уяв ячӗпе ятарлă çар операцине хутшӑнакан çамрăксенчен саламланисем уйрӑмах хытӑ пӑлхантарчĕç. Ҫакна вӗсем эпӗ нумай пулмасть вӗсем патне кайса килнӗ чухне парса янă видео евӗрлӗ тунă. Пирӗн пӗр боец, халӗ кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнĕскер, пурне те сцена ҫинчен хӑй саламлама пултарчӗ. Ку чӑннипех вӑйлӑ пулчӗ!
Концерт ҫинчен асаилÿ пире татах та нумайччен ӑшӑтасса шанатӑп. Мӗншӗн тесен пурте лайӑх шайра. Уяв каҫне йӗркелеме хутшӑннисене пурне те уйрӑм тав!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.

Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ
Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ
Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ
Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ
Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ
Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ
Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ
Концерт ҫинчен асаилÿ нумайччен чуна ăшăтĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: