Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
13 Апрелӗн 2023, 19:08

Александр Николаевич Островскине - 200 ҫул!

Ҫак  кун Кистенлĕри вăтам шкулти директорӗн воспитани енĕпе советникӗ  аслӑ классенче вӗренекенсем валли мероприяти хатĕрлесе ирттернĕ.

Александр Николаевич Островскине - 200 ҫул!
Александр Николаевич Островскине - 200 ҫул!

1823 ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче А.Н. Островский - вырӑс драмин аслӑ ӑсти ҫуралнӑ! Унӑн произведенийӗсем халӑх умӗнче фурор тунӑ, пултарулӑхӗ театрсемпе режиссерсемшӗн, художниксемпе композиторсемшӗн пархатарлӑ тупра пулса тӑнӑ.

Ҫак асăну кунӗнче Кистенлĕри вăтам шкулти директорӗн воспитани енĕпе советникӗ  аслӑ классенче вӗренекенсем валли "Вырӑс драмин аслӑ мастерӗ" урок ирттернӗ. Вӗренекен ачасем драматург биографийӗпе, сцена ҫинче тата экран ҫинче А.Н. Островский ĕç-хĕлĕпе паллашнă, пирӗн вӑхӑтра драматург произведенийӗсен çивĕчлĕхне сӳтсе явнă, "А.Н. Островский пултарулӑхне пӗлекен" онлайн тест-викторина ирттернĕ.

#навигаторыдетства #навигаторыдетстваРБ #Росдетцентр
#Островскому200

Сăнÿкерчĕкесем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Александр Николаевич Островскине - 200 ҫул!
Александр Николаевич Островскине - 200 ҫул!
Александр Николаевич Островскине - 200 ҫул!
Александр Николаевич Островскине - 200 ҫул!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: