2023 ҫулта диктанта ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттереççĕ, ӑна Наци костюмӗн кунне уявланă йĕркепе кӑмӑл тӑвакансем пурте ҫырӗҫ.
2020 ҫултанпа пушкӑрт чӗлхипе Пӗтӗм тӗнчери диктант "Пушкӑрт Республикинчи патшалӑх чӗлхине тата Пушкăрт Республикинче пурăнакан халăхсен чĕлхисене упраса аталантарасси" патшалӑх программине пурнӑҫланӑ шайра иртет.
Акцие республикӑри пур районсемпе хуласем, Раҫҫей регионӗсемпе тӗнчери ҫӗршывсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Диктант кӑткӑслӑхӑн виҫӗ шайне кӗртет: пушкӑрт чӗлхине пуҫламӑш шайра пĕлекен ҫынсемшӗн, пушкӑрт чӗлхине ирӗклӗн пӗлекен ҫынсемшӗн тата пушкӑрт чӗлхин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ диалектӗнче ҫыракансемшӗн.
Диктанта Пушкӑрт Республикинче Пӗчӗк Тӑван çӗршывшӑн усӑллӑ ĕҫсен çулталӑкне, Раҫҫейре Педагогпа наставник çулталӑкне, "Пушкăртсен Пӗтӗм тӗнчери Курултайĕ (конгресс)" МСОО Исполкомӗ пӗлтернӗ Наукӑпа ҫутӗҫ çулне халаллӗҫ.
Онлайн ӗҫне хутшӑнакансем ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Уфа вӑхӑчӗпе 23.59- чченӑсатма пултараҫҫӗ.
Диктанта хутшӑнакансене пурне те электронлӑ сертификатсем параҫҫӗ.
Результачӗсене акци сайтӗнче ӑна ирттернӗ хыҫҫӑн 30 кунран кая мар пичетлесе кӑларӗҫ.
https://gazetavibor.ru/news/novosti/2023-04-19/mezhdunarodnyy-diktant-po-bashkirskomu-yazyku-3226282