Майӑн 9-мӗшӗнче Пишпÿлекре «Биш бүләк» Этномастерской Пишпӳлек районӗнчи социаллӑ аталанӑва пулӑшу памалли Ырлӑх фончӗн проектне пурнӑҫланӑ шайра пӗрремӗш ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Проект Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн "ПР гражданла обществӑна пулӑшмалли фонд" пулӑшнипе грант укҫа-тенкипе пурнӑҫланать.
Чи малтан пыракансем валли ҫӑмран ӑстаҫӑ-класс халӑх мастерĕ Олеся Андреева ирттернӗ. Вӑл ҫӑм тӗсӗсемпе паллаштарнă, япаласем тума мӗнле раскладкӑсем пулни тата мӗн чухлӗ материал кирлӗ пулни ҫинчен каласа панă. Ҫынсем çăм йăваланине курса, Аслă Ҫӗнтерӳ символӗ - гвоздика туса хунă. Ачасемпе ҫитӗннисем ӗҫе хĕрсе тытӑннă, заняти пӗтсен пурин те илемлӗ чечек пулса тӑнă. Занятие пырсан ҫынсем манӑҫми опыт илнĕ, лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа, пултарулӑх энергийӗпе тата позитивпа авӑрланнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн Халӑх пултарулӑхӗн галерейин социаллă сетьри страницинчен.