Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
12 Майӑн 2023, 16:21

Пишпÿлекри «Шур çăл» кăçал та талантсене пухать

Фестивале уйрăм юрăçсемпе пултарулăх ушкăнĕсене йыхравлаççĕ.

Пишпÿлекри «Шур çăл» кăçал та талантсене пухать
Пишпÿлекри «Шур çăл» кăçал та талантсене пухать

2023 çулхи май уйăхĕн 20-мĕшĕнче пархатарлă Пишпÿлек çĕрĕ çинче «Шур çăл» («Белый родник») регионсем хушшинчи ача-пăчапа çамрăксен чăваш конкурс-фестивалĕ иртет.

Пишпÿлекри «Шур çăл» кăçал та талантсене пухать.

Асăннă уяв вĕçĕ-хĕррисĕр Тăван çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен килнĕ хăнасене Алексеевка ялĕн «Улмуççи сачĕ» («Яблоневый сад») асăну паркĕнчи çуллахи эстрада лапамĕнче тăххăрмĕш хут йышăнать. Хутшăнакансен конкурс программисĕр пуçне Пишпÿлекри музейсемпе паллă вырăнсене çитсе курма, сувенирсем туянма май пулĕ. Чăваш культурипе искусствин хитрелĕхĕпе хăйне евĕрлĕхне кăтартма Ĕпхÿ хулинчен, Мияки, Ермеккей, Пелепей районĕсенчен, Тутарстан Республикинчен, Оренбург облаçĕнчен ушкăнсем килĕç. Тăхăр çул хушшинче чăваш наци хăйпултарулăх ушкăнĕсен 1700 пайташĕ фестивале хутшăннă. Пишпÿлек çĕрĕ кăçал та хăнасене хапăл туса кĕтет.

Фестивале пуçараканĕсем Пишпÿлек районĕн администрацийĕ, «Родник» ОАО Агрофирма, йĕркелекенĕсем Пишпÿлек районĕн Культура çурчĕ шутланаççĕ.

 Мероприяти Халăх пултарулăхĕн республикăри центрĕ, Пушкăртстан Республикин Халăхсен туслăх çурчĕ пулăшнипе пурнăçланать.

Конкурсăн тĕллевĕсем – халăх культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварасси, тăван чĕлхене аталантарасси, культура анине чылайрах ачасене явăçтарасси, халăх культурин çĕнĕ шухăшĕсене, опытне пĕр-пĕринчен йышăнасси, пултарулăх çыхăнăвĕсене анлăлатасси.

«Шур çăл» регионсем хушшинчи ача-пăчапа çамрăксен чăваш конкурс-фестивалĕ 2023 çулхи май уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикинчи Пишпÿлек районĕнче иртет.

Фестивале уйрăм юрăçсемпе пултарулăх ушкăнĕсене йыхравлаççĕ. Репертуара кашни ушкăн хăй суйласа илет, пĕр произведени кăтартать. Фестивале хутшăнас тесен анкета-заявкăна çырса йĕркелÿçĕсем патне ямалла. Заявленисене 2023 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Фестиваль икĕ ÿсĕм ушкăнĕнче иртет: ача-пăчасен (7-12 çулхисем), çамрăксен (13-18 çулхисем).

Конкурс-фестивале çак номинацисемпе ирттерме палăртнă:

  1. Фольклор. Конкурса хутшăнакансем 10 минутран ытла мар тĕрлĕ жанр произведенине кăтартаççĕ, юрăсем (тĕрлĕ истори тапхăрĕпе е пулăмсемпе çыхăннă юрăсем, йăпанусем), халăхри (мыскарасем, шут сăввисем, йĕкĕлтешсем, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем тата ыт. те), театр фольклорĕ (тумланни, сценкăсемпе интермедисем, халăх драми тата ыт. те);
  2. Халăх юрри (пĕччен, ушкăнпа) – конкурса хутшăнакансем пĕр чăваш халăх юррине юрламалла (уяв, вăйă, хĕр йĕрри, историпе çыхăнни, ĕç е хăна юрри);
  3. Эстрада юрри (пĕччен, ушкăнпа) – профессиллĕ композитор çырнă эстрада юррине (е эстрадăлла йĕркеленĕ халăх юррине) юрлаççĕ;
  4. Хореографи (пĕччен, ушкăнпа) – пĕр çын е ушкăн чăваш ташшине (вăйă карти, ташă) ташламалла;
  5. Инструменталлă пултарулăх (пĕччен, ушкăнпа) – произведенисене чăваш музыка инструменчĕпе (сĕрме купăс, тăмра, кĕсле, параппан, тункки, тункар, шăпăр, най, шăхлич, пуч, кавал, купăс, шакăрча, сатăркка, шăнкăрав) каламалла.
  6. Илемлĕ сăмах пултарулăхĕ (уйрăммăн) – чăваш сăввине, проза, юмах калани. Номер тăршшĕ 2 минутран ытла пулмалла мар.

Конкурса хутшăнас тесен заявленисене Республика Башкортостан, село Бижбуляк, ул. Советская 25, МАУ Бижбулякский ДК методический отдел (31 кабинет) адреспа е электронлă адреспа: [email protected] ярса памалла. Фестиваль координаторĕ – З.М. Такутдинова, ыйтса пĕлмелли телефон 8 (34743) 2-10-27.

 

Йĕркелÿ комитечĕ.

6+

Пишпÿлекри «Шур çăл» кăçал та талантсене пухать
Пишпÿлекри «Шур çăл» кăçал та талантсене пухать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: