Çутă çул
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
29 Майӑн 2023, 09:56

СВО боецĕ кӗнеке презентацине килнӗ

Лариса Хашимовна мана кӗнекене чун-чӗререн хавхалантаракан тесе калани маншӑн пысӑк чыс, - палӑртнă Томан.

СВО боецĕ кӗнеке презентацине килнӗ
СВО боецĕ кӗнеке презентацине килнӗ

Поэтессăн, "Акбузат" журналӑн тӗп редакторӗн Лариса Абдуллинан "Заманым йыры" кӗнеке презентацине СВОна хутшăнакан, Томан позывнойлă Доставалов ячӗллĕ батальон боецӗ килнӗ.
"Республика Башкортостан" издательство ҫурчӗ СВО зонине хаҫатсемпе журналсем ярать. Томан "Башкортостан" хаҫатра Лариса Абдуллина сӑввисене вуланă та ӑна социаллӑ сетьсенче тупнă. Вӑл поэтессăна хӑйпе пӗрле илсе ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе кӗсьери вариантпа сборник кӑларма ыйтнă. Лариса Абдуллина тӳрех ӗҫе тытӑннă та хӑйӗн сӑввисене пӗчӗк кӗнекепе пичетлесе кӑларнă, вĕсем питӗ те кирлӗ передовойра. Унӑн кӗнекин презентацине Томан хӑй килсен, Лариса Хашимовна епле тӗлӗннӗ!
– Тӑван ҫӗршывпа, ентешсемпе чун-чӗререн ҫыхӑну тытни пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Чи кирли - этемӗн чӗринче. Сӑвӑсем хавхалантараҫҫӗ тата вӑй параҫҫӗ. Лариса Хашимовна мана кӗнекене чун-чӗререн хавхалантаракан тесе калани маншӑн пысӑк чыс, - палӑртнă Томан.
https://svetput.ru/news/common_material/2023-05-28/boets-svo-priehal-na-prezentatsiyu-knigi-3277405

 

СВО боецĕ кӗнеке презентацине килнӗ
СВО боецĕ кӗнеке презентацине килнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: