Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
23 Июнӗн 2023, 14:47

"Яркие грани контраста» Раҫҫей регионӗсемпе Беларуç Республикинчи мода ҫурчĕсен коллекцийӗсене презентацилесси" мода кӑтартăвĕ

Июнӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен Уфа Беларуçпа Раҫҫей регионӗсен Вуннӑмӗш форумне йышӑнать.

"Яркие грани контраста» Раҫҫей регионӗсемпе Беларуç Республикинчи мода ҫурчĕсен коллекцийӗсене презентацилесси" мода кӑтартăвĕ
"Яркие грани контраста» Раҫҫей регионӗсемпе Беларуç Республикинчи мода ҫурчĕсен коллекцийӗсене презентацилесси" мода кӑтартăвĕ


Июнӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен Уфа Беларуçпа Раҫҫей регионӗсен Вуннӑмӗш форумне йышӑнать. Пушкӑртстан Пӗтӗм Союзлӑ патшалӑхӑн ӗҫлӗ площадки пулса тӑрать. Форум шайӗнче "Яркие грани контраста» Раҫҫей регионӗсемпе Беларуç Республикинчи мода ҫурчĕсен коллекцийӗсене презентацилесси" мода пулӑмĕсенчен пӗри пулса тӑрӗ, вӑл июнӗн 27-мӗшӗнче Шуратӑл хӗрринче пулӗ.
Мода кӑтартӑвӗ Раҫҫейри тата Беларуçри чи лайӑх дизайнерсене пӗрлештерет, вӗсем союзлӑ государствӑсенче модӑллӑ тата ӗҫлӗ тумтир тӑвас енӗпе хӑйсен дизайнер решенийӗсене тӑратӗҫ.​Кӑтартӑва йӗркелекенсем Шуратӑл хӗрринчи, Раҫҫейпе Беларуҫ халӑхӗсен пуян та нумай ҫӗршывлӑ авалхи пейзажӗсемпе, паллах, Пушкӑртстанри тӗлӗнмелле историпе культурӑпа хавхаланнӑ. Мустай Карим сӑввисемпе паллӑ художникăн Айрат Терегуловӑн "Шульган" картини кӑтарту концепцийӗн никӗсӗ пулса тӑрĕ. Эпир хӑнасене халӑх художествӑлла промыслисемпе хальхи модӑна пӗрлештернӗ шайра тунӑ тӗлӗнмелле илемлӗхе хамӑр куҫпа курма чӗнетпӗр.

Килӗрех! Шуратӑл хӗрринче кӗтетпӗр.

https://svetput.ru/news/common_material/2023-06-22/modnyy-pokaz-prezentatsiya-kollektsiy-modnyh-domov-regionov-rossii-i-respubliki-belarus-yarkie-grani-kontrasta-3310478

 

 

 

"Яркие грани контраста» Раҫҫей регионӗсемпе Беларуç Республикинчи мода ҫурчĕсен коллекцийӗсене презентацилесси" мода кӑтартăвĕ
"Яркие грани контраста» Раҫҫей регионӗсемпе Беларуç Республикинчи мода ҫурчĕсен коллекцийӗсене презентацилесси" мода кӑтартăвĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: