Июнӗн 27-мӗшӗнче Уфари амфитеатрта Раҫҫей тата Беларуç коллективӗсем хутшӑннипе "Туслӑх вӑййи" иртнӗ. Вӑл "Тӗнчери наци костюмӗсемпе тӗнчери чи массӑллӑ вӑйӑ карти" пулса тӑнă.
Рекорда Раҫҫей рекорчӗсен Кӗнекин тӗп редакторӗ, философи наукисен кандидачӗ Станислав Коненко шута илнĕ.
Вӑййа виçĕ пине яхӑн ача тата ҫитӗннисем – Пушкӑртстанри 54 районпа тăхăр хула представителӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем ҫумне Беларуçпа Раҫҫей регионӗсенчен килнӗ форум хӑнисем хутшӑннӑ. 150 ытла ҫын Пушкӑрт Республикинчи халӑхсен Ассамблейине тӑратнӑ.
– Ҫавра вӑййине йĕркелес тӗлӗшпе питӗ кӑткӑс мероприяти, мӗншӗн тесен кашни ҫаврашка тӗрлӗ еннелле ҫаврӑнать. Вӑййа ҫӳллӗ шайра ирттерчӗҫ, шутне те тӗп-тӗрӗс шутларĕç. Пушкӑртстан ҫулран ҫул рекордлӑ вӑйӑсем ирттерет, ҫавӑнпа та ентешӗмӗрсене ҫак ҫутӑ пулӑма курма Уфана вӗҫсе килме сӗнетӗп, - тенӗ Раҫҫей рекорчӗсен Кӗнекин тӗп редакторӗ Станислав Коненко.