Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Августӑн 2023, 10:04

"Башҡорт аты" Пушкӑрт йăхĕнчи лашасен Тӗнчери фестивальне сакăр ҫулти коневод Ибрагим Галин хутшăнĕ

Ибрагим виҫӗ çултанпах лашапа ҫӳрет.

"Башҡорт аты" Пушкӑрт йăхĕнчи лашасен Тӗнчери фестивальне сакăр ҫулти коневод Ибрагим Галин хутшăнĕ
"Башҡорт аты" Пушкӑрт йăхĕнчи лашасен Тӗнчери фестивальне сакăр ҫулти коневод Ибрагим Галин хутшăнĕ

Вӑл виҫӗ çултанпах лашапа ҫӳрет пулин те, хальлӗхе фестивалӗн ача-пӑча площадкине ҫеҫ хутшӑнма пултарать, ҫитӗннисем мӗнле ăмăртнине тимлӗн сӑнаса.
Кӑҫал Ибрагим Бурзян районӗнчи хаҫат фестиваль ячӗпе ирттернӗ сăнÿкерчĕксен конкурсне хутшӑннă, унта унӑн сăнӳкерчӗкӗ нумай вулакансене килӗшнӗ. Тӗлӗнмелли ҫук! Шкул ачи йӗнер ҫинче ҫав тери шанчӑклӑн ларать вӗт! Ухӑ та унӑн аллинче пӗрремӗш хут мар. Ибрагима хӑйӗн пилӗк лашаллӑ ашшӗ выльӑхсене тыткалама вӗрентет. Пӗр лашине Наиль (ачан ашшӗ ҫапла ятлă) ывӑлне парнеленӗ, халӗ вӑл унпа кунӗ-кунӗпе ирттерме хатӗр. Пӑхать ӑна. Тӑрантарать те, паллах, юланутпа ҫӳрет, хӑйне Салават Юлаевӑн чӑн-чӑн несӗлӗ тесе шутлать.

Ача Бурзян районӗнчи Старосубхангулово ялӗнче туризм бизнесӗпе ӗҫлекен нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшӗпе пурӑнать. Ибрагим Галин, хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ пекех, августӑн 11-12-мӗшӗсенче, "Башҡорт аты" ятлӑ пушкӑрт лашин Пӗтӗм Тӗнчери фестивалӗ пуҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет, унта вӑл пушкӑрт наци вӑййисене, спорт ӑмӑртӑвӗсене тата "Кара юрга" ташӑ флешмобне хутшӑнма хатӗрленет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-09/uchastnikom-mezhdunarodnogo-festivalya-bashkirskoy-loshadi-bash-ort-aty-stanet-8-letniy-konevod-ibragim-galin-3379810

 

"Башҡорт аты" Пушкӑрт йăхĕнчи лашасен Тӗнчери фестивальне сакăр ҫулти коневод Ибрагим Галин хутшăнĕ
"Башҡорт аты" Пушкӑрт йăхĕнчи лашасен Тӗнчери фестивальне сакăр ҫулти коневод Ибрагим Галин хутшăнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: