Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Августӑн 2023, 11:54

Баймак районӗнче Тӗнчери "Башкорт аты" II фестиваль иртӗ

Тӗплӗнрех фестиваль сайчӗ ҫинче: https://bashkort-aty.ru/

Баймак районӗнче Тӗнчери "Башкорт аты" II фестиваль иртӗ
Баймак районӗнче Тӗнчери "Башкорт аты" II фестиваль иртӗ

Уяв хӑнисене августӑн 11-мӗшпе 12-мӗшӗнче Графское кӳлли хӗрринче кӗтеҫҫӗ.
Пӗтӗм Тӗнчери "Башкорт аты" фестивале республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарнипе Пушкӑрт ҫӗрӗнче лаша ӗрчетес, кăмăс тăвас тата халӑх ӗҫӗсен йӑли-йӗркисене упраса хӑварас тата аталантарас енӗпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль программи икӗ кун хушши кӑсӑк та тулăх пулӗ. Унӑн площадкисенче лаша спорт ӑмӑртӑвӗсем (утлӑ ӑмӑрту ҫӗнтерекенӗ тӗп приз - автомобиль илӗ!), тӗрлӗ наци спорчӗпе ӑмӑртни, ухӑпа ҫуран тата утпа пынă чух пересси, тӗрлӗ ӑратлӑ лашасен выставки, кăмăс фестивалӗпе паллӑ артистсемпе коллективсем хутшӑннипе каҫхи концертсем иртӗҫ.

Августӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 16 сехетчен ача-пӑча интерактивлӑ площадки ӗҫлӗ. Тӗплӗнрех фестиваль сайчӗ ҫинче: https://bashkort-aty.ru/

 

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-09/v-baymakskom-rayone-proydet-ii-mezhdunarodnyy-festival-bashkort-aty-3379821

 

 

Баймак районӗнче Тӗнчери "Башкорт аты" II фестиваль иртӗ
Баймак районӗнче Тӗнчери "Башкорт аты" II фестиваль иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: