Донбаса фашистла захватчиксенчен хӑтарнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа юрăсем янăранă
Пишпÿлекри Культура керменӗн площадӗнче "Эпӗ юрататӑп, сана, Раççей!" Пишпÿлекри Культура керменӗн пултарулӑх коллективӗсем куракансене хӑйсен репертуарӗнчен аслӑ Раҫҫее халалланӑ чи тарӑн та интереслӗ номерсене тӑратнӑ. Вокал ансамблӗсемпе солистсем юрлакан патриотла юрӑсем; "Ӑслӑ ташӑ шкулӗ" хореографи ансамблӗн сатур ташшисем, инструмент музыки - акӑ ҫакӑн пек анлӑ программа куракана савӑнтарнă. Номерсенчен нумайӑшне пирӗн боецсене, СВОна хутшăнакансене халалланӑ. Донбаса фашистла захватчиксенчен хӑтарнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа чи савӑнӑҫлӑ юрӑсем янӑранӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bizbulyakdk