Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
16 Ноябрӗн 2023, 12:08

"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă

Пишпÿлек район территорийӗнче акци ноябрӗн 15-17-мӗшӗсенче иртет.

"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă
"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă

Пишпÿлек районӗнче "Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă. СВОна хутшӑнакансен арӑмӗсемпе амӑшӗсем валли сӑнӳкерчӗк ÿкесси проектăн пӗрремӗш кунĕ иртнӗ. Районти тӗп библиотека площадкинче портрет жанрта ӳкерме май пур.
Елена Арефьева, Пишпÿлек районӗнчи Хӗрарӑмсен совечӗн председателӗ, пире проект ҫинчен каласа парать.
- Проект 2022 ҫултах Самара хулинче пуҫланнӑ, пӗтӗм ҫӗршывĕпе чапа тухнӑ, эпир те ҫав проект ҫумне хутшӑнма шут тытрӑмӑр. Паян 11 хӗр хутшӑнчĕç. Ырана та кӑмӑл тӑвакансем пур. СВОна хутшăнакансен арӑмӗсемпе амӑшӗсем пирӗн пата проекта хутшӑнас кӑмӑлпа килеҫҫӗ, вӗсем хӑйсен арҫыннисене чун-чӗререн парӑнса кӗтсе тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Ӳкерӳ ӗҫне хатӗрленнӗ май хӗрарӑмсем улшӑннине курма питӗ кӑмӑллӑ. Вӗсем кабинета пӗрремӗш хут кӗрсен, вӗсен куҫӗсенче тунсӑх, ырату сисӗнет, анчах пирӗн проектри мастерсене пула, вӗсем ылмашăнаççĕ те урӑхланса, телейлӗ тухса каяҫҫӗ.
Пишпÿлек район территорийӗнче акци ноябрӗн 15-17-мӗшӗсенче иртет, Анне кунне уявланă май проекта вӗҫленӗ хыҫҫӑн сăнÿкерчĕксен куравне йӗркелеççĕ. Проекта СВОна хутшӑнаканăн мӑшӑрĕ е амӑшӗ хутшăнма пултарать.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă
"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă
"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă
"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă
"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă
"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă
"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă
"Герой арӑмӗ. Пишпÿлек" проект стартланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: