Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
23 Нарӑсӑн , 09:14

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунӗпе чӗререн саламлатпăр!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунӗпе чӗререн саламлатпăр!
Февралӗн 23-мӗшӗ пирӗн ҫӗршывра яланах чи хисеплӗ праҫниксенчен пӗри пулса тăрать. Ку вӑл — ҫарпа флот йӑли-йӗркисене чысласа хисеплекен пирӗн халӑхӑн хастарлăхне, паттӑрлӑхне кӑтартакан кун. Паян, Раҫҫей каллех хӑйӗн ирӗклӗхӗпе пуласлӑхне хÿтĕленĕ чухне, уяв пиртен кашниншӗнех тата пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.
Ятарлă çар операцийĕ пыракан зонӑри боецсене уйрӑм саламлатпăр. Вӗсем пирӗншӗн пуриншӗн те пурнăçне шеллемеççĕ. Сирӗн ҫирӗплӗхӗрпе паттӑрлӑхӑр чӑннипех савӑнтарать! Ҫӗнтерӳпе сире чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр!
Тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсене ÿстернĕ боецсен ашшӗ-амӑшӗсене, ҫавӑн пекех вӗсен, упӑшкисенчен уйрӑлнине тӳссе ирттерекенскерсене, кил-йышпа ҫемье тытас тӗлӗшпе мӗн пур йывӑрлӑхсене хӑй ҫине илнӗ арӑмсене пысӑк тав тӑватпӑр.
Ветерансене, тыл ӗҫченӗсене, ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ ҫынсене чӗререн саламлатпӑр. Ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессишӗн пысӑк тӳпе хывнисене, паян ҫар службине чыслӑ пурнӑҫлакансене пурне те.
Паллах, эпир ҫӗршывӑн оборона пултарулӑхне ҫирӗплетме мӗн май килнине пурне те, пирӗн волонтерсене, Раҫҫее малалла аталантарассишӗн тӑрӑшакансене пурне те саламлатпӑр! Эпир пурте — Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем!
Сире çирĕп сывлӑх, ырлӑх тата пуҫ тӑрринче мирлӗ тӳпе сунатпӑр. Раҫҫей ырлӑхӗшӗн пур пуҫарусенче те ҫитӗнӳсем! Ҫӗнтерӳ пирӗн пулать!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: