Ӑстаҫӑ ҫинчен унӑн япалисем лайӑхрах калаҫҫӗ. Акӑ Елена Леонидовна Кириллова аллипе тунӑ сумкасем те нумай каласа пама пултараҫҫӗ. Сӑмахран, авторӑн кӑлтӑксӑр енӗ ҫинчен.
Пӑхӑр-ха, мӗн тери капӑр та илемлӗ ҫак япаласем! Аксессуар тӗсĕсене çапла суйласа илнĕ, кирек мӗнле тумпа та килӗштерме пулать. Меллӗ тӳмепе капӑр вӑчӑра - пурне те вак-тӗвек таранах шухӑшласа тунӑ. Пысӑках мар виҫе сире аташтарса ан ятӑр. Сумкӑра телефон, картхолдер, уҫăсем тата шоппер ҫӑмӑл вырнаҫаҫҫӗ.
Пластик никӗсӗпе тӗрӗ техники тӗрӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрĕ. Ялтӑркка та интереслӗ процесс опытлӑ мастерсемшӗн те, ҫӗннисемшӗн те юрӑхлӑ. Пластик канва пирпе танлаштарсан формине ҫухатмасть, татӑлмасть те. Ҫакӑ практикӑллӑ тата тӗрлӗ япаласем тума май парать.
Ку тӗрӗ никама та сÿрĕк кăмăллă хăвармасть тейӗн!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн Халӑх пултарулӑхӗн галерейин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club209835833