Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
28 Июнӗн , 12:13

Ситекри "Çеçпĕл" коллектив Шупашкар хулинче пулса килнĕ

Чӑваш Республикинче хӑнара пулнӑ самантсем пирĕн асӑмӑрта яланах упранĕҫ.

Ситекри "Çеçпĕл" коллектив Шупашкар хулинче пулса килнĕ
Ситекри "Çеçпĕл" коллектив Шупашкар хулинче пулса килнĕ

Июнĕн 23-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнчи "Асанне арчи" наци культура центрĕ çумĕнче тăракан "Çеçпĕл" коллективĕн Шупашкар хулине кайса, пĕр самантрах икĕ уявра пулма тÿр килчĕ. Пĕри - Чăваш Республики 555 çул тултарни, тепри ХII Пĕтĕм чăвашсен "Акатуй" уявĕ.
Пире, Елена Владимировна Шурту хапӑл туса кĕтсе илсе, мĕн киле кайма вӑхӑт ҫитичченех пирĕнпе юнашар пулчĕ.Тата Хушăлкара çуралса ÿснĕ Зинаида Альдеева (Тихонова) та питĕ пулăшрĕ.
Шупашкарта пулнӑ вӑхӑтсем тĕрлĕ самантсемпе пуян пулчĕҫ. Эпир чӑваш наци радио студийĕнче, тӳрĕ эфирта пулни пирĕншĕн питĕ пысӑк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Ҫав вӑхӑтрах пирĕн Светлана Васильевна Асаматпа ҫывӑх паллашса калаҫма май килчĕ.
Радио редакцийĕнчен тухсан пире тата тепĕр тĕлпулу кĕтрĕ. Хальхинче Ольга Тургай - ВГТРК шеф-редакторĕпе паллашса хамӑр ĕҫ-хĕл ҫинчен интервью пама тӳр килчĕ.
Елена Шурту Чӑваш наци телевиденин журналистне Алексей Енейкина пирĕн ушкӑнпа паллаштарса кĕске интервью ҫыртарчĕ.
Чӑваш Енĕн ЧНК пуҫлӑхĕ, Валерий Леонидович Клементьев патĕнче конгресра та хӑнара пулса куртӑмӑр.
Чӑваш Республикинче хӑнара пулнӑ самантсем пирĕн асӑмӑрта яланах упранĕҫ. Пире ҫакӑн пек пысӑк чыс туса кĕтсе илнĕшĕн вĕсене тавтапуҫ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри "Асанне арчи" наци культура центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club183911692

Автор:
Читайте нас: