Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
15 Августӑн , 11:26

Пӗтӗм тӗнчери "Башкорт аты" фестивальте Махмут Салимовӑн "Пушкӑрт лаши" кӗнекине презентацилеҫҫӗ

  Унпа уява кӗнеке сутакан выставкӑпа килекен Зайнаб Биишева ячĕллĕ "Китап" издательство паллаштарать.

Пӗтӗм тӗнчери "Башкорт аты" фестивальте Махмут Салимовӑн "Пушкӑрт лаши" кӗнекине презентацилеҫҫӗ
Пӗтӗм тӗнчери "Башкорт аты" фестивальте Махмут Салимовӑн "Пушкӑрт лаши" кӗнекине презентацилеҫҫӗ

  Унпа уява кӗнеке сутакан выставкӑпа килекен Зайнаб Биишева ячĕллĕ "Китап" издательство паллаштарать. Махмут Салимовӑн тӗлӗнмелле сборникӗнче интереслӗ сведенисем, преданисем тата пушкӑрт лаши ҫинчен каласа панисем. Автор пушкӑртсен лаша культне паллӑ тӑвать, йӑлана кӗнӗ ӗҫмелли-ҫимеллине кăмăса тимлӗх уйăрать. Кӗнекере Нур-Мухамат мучин юмахӗсемпе легендисем уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсене хӑйсен опычӗ ҫинче никӗсленӗ тата историлле фактсем хушса панӑ. Вӗсем урлӑ вулакансем пушкӑрт халӑхӗн пурнӑҫӗпе йӑли-йӗркисем ҫинчен пӗлӗҫ. Нур-Мухамат мучи каланӑ тӑрӑх, Яик-батыр ҫинчен калакан легендӑн сыпӑкне "Урал-батыр" эпос тӑсӑмӗн варианчӗсенчен пӗри тесе йышӑннӑ.        

Кӑларӑма пушкӑрт халӑхӗн историйӗпе, культурипе тата йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакансем тивĕçлипе хаклӗҫ.   Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм тӗнчери "Башкорт аты" III фестиваль августӑн 15, 16-мӗшӗсенче Баймак районӗнче, Графское кӳлли хӗрринче пулать.

Сăнӳкерчӗкӗсем: Зайнаб Биишева ячеллĕ "Китап" издательство.   https://belprost.ru/news/novosti/2024-08-14/na-mezhdunarodnom-festivale-bashkort-aty-prezentuyut-knigu-mahmuta-salimova-bashkirskaya-loshad-3885171        

Пӗтӗм тӗнчери "Башкорт аты" фестивальте Махмут Салимовӑн "Пушкӑрт лаши" кӗнекине презентацилеҫҫӗ
Пӗтӗм тӗнчери "Башкорт аты" фестивальте Махмут Салимовӑн "Пушкӑрт лаши" кӗнекине презентацилеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: