Пушкӑртра "Вулакан ял" проекта хута янă. Кӗнекесемпе сӗтелçи вӑййисене республикӑри ял библиотекисене парӗҫ.
Проекта республикӑри Общество палати пуҫарнӑ. Пуҫарӑва ПР Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайӗн депутачӗсем, пичет тата СМИ енӗпе республика агентстви, писательсемпе журналистсен регионти союзӗсем ырланӑ.
- Республикӑри районсене тухса çÿрени пӗчӗк ял библиотеки кӗнеке тусанланса выртакан вырӑн мар иккенне кӑтартса пачӗ. Кунта ачасем валли кӗнеке вулассисем, мастер-классем ирттереҫҫӗ, чей ӗҫеҫҫӗ тата ахаль сӗтелçи вӑййисем выляҫҫӗ, - тенӗ ПР Общество палатин членӗ Рита Некрасова. – Ҫапах та ҫакӑ пӗчӗк ялсенче шӑпах ҫитменни палӑрчĕ.
— Кӑҫал Раҫҫейре Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа та ҫемье институтне хисеплекен ҫемье хаклӑхӗсене пропагандӑлассине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Ку тӗлӗшрен те кӗнеке - ача ҫине витӗм кӳрекен тата унӑн сӑн-сӑпатне йӗркелекен хӑватлӑ воспитани меслечӗ. Вӑл воспитани енчен пысăк пӗлтерӗшлӗ, - палӑртнă ПР Общество палатин председателӗ Данияр Абдрахманов. – Ҫавӑнпа та эпир Çемье çулталӑкне "Вулакан ял" проект туса вӗҫлеме йышӑнтӑмӑр.
Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Кӗнекесемпе вӑйӑсене декабрӗн 10-мӗшӗччен Уфа хули, Заки Валиди урамӗ, 40-мĕш çурт, 4 хут адреспа йышӑнаҫҫӗ:
Сăнӳкерчӗкĕ: Лейла Аралбаева.
https://www.bashinform.ru/news/social/2024-11-13/v-bashkirii-ob-yavili-sbor-knig-dlya-selskih-bibliotek-4006852