Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Нарӑсӑн , 11:41

Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн сцени ҫинче — премьера

Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн сцени ҫинче Нина Семенован пьеси тăрăх "Ҫичĕ курка, ҫичӗ кашӑк" спектакль кăтартнă.

Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн сцени ҫинче — премьера
Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн сцени ҫинче — премьера

Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн "Отражение" театр коллективĕ "Ҫичӗ курка, ҫичӗ кашӑк" спектакле пăхни нумайӑшне шухӑша янă.

Февралӗн 23-мӗшӗнче ялти Культура çурчӗн сцени ҫинче Нина Семенован пьеси тăрăх "Ҫичĕ курка, ҫичӗ кашӑк" спектакль кăтартнă, ăна ялти Культура çурчĕн "Отражение" театр коллективĕ лартнă.

Пултарулӑх артисчӗсем чӗрене пырса тивмелле выляни залра ларакансене пурне те шухӑша янӑ, залра куракансем туллиех пулнӑ. Артистсене пулӑшма тӑванӗсем, тусӗсем, ял ҫыннисем тата Йăлпăлак ялӗнчи кӳршисем пынӑ. Спектакль пӗтсен куракансем ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнă, нумайӑшӗн куҫӗсем шывланнă. Ку постановка ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен калать.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/sp_biz

 

 

Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн сцени ҫинче — премьера
Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн сцени ҫинче — премьера
Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн сцени ҫинче — премьера
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: