

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Зураб Церетели скульпторăн тӑванӗсемпе ҫывӑх çыннисене, мастер вилнипе ҫыхӑннӑ май, чунтан хурланнине тата пулӑшу сӑмахӗсем каланă. Телеграмма текстне апрелӗн 22-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
"Талантлӑ художник, скульптор, нумай нациллӗ хамăр çĕршыв культура представителӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Зураб Церетели хӑйне искусствӑна куҫса ҫӳрес ӗҫе халалланӑ, ырӑ ӗҫсемпе пуҫарусем валли уҫӑ пулнӑ", - тесе ҫырнӑ унта.
Путин Церетели ҫинчен калакан ҫутӑ асаилӳ ҫывӑх тусӗсен, вӗренекенсен тата "унӑн уҫӑ та хӑйне евӗрлӗ пултарулӑхне хисеплекенсен" чӗрисенче ӗмӗрлӗхех упранса юлассине палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Вячеслав Прокофьев.