Çутă çул
-24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
1 Июлӗн , 13:09

Уфара Салават Юлаев палӑкне реставрацилес ӗҫсем пуҫланнӑ

Проекта виҫӗ тапхӑрпа пурнӑҫлассине Наци музейӗнчи брифингра Башкультнаследи ертӳҫи Салават Кулбахтин пӗлтернӗ.

— Пӗрремӗш, хатӗрленӳ тапхӑрӗ паян пуҫланчӗ те сентябрьччен тӑсӑлӗ. Ҫак тапхӑрта территорие карта тытӗҫ, йывӑр тиевлӗ автомобильсене йышӑнмалли лаптӑк хатӗрлӗҫ, строительство хули тӑвӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑр — тӗрӗссипе реставраци - сентябрьте пуҫланӗ. Скульптурӑна цеха куҫарӗҫ, сӳтӗҫ. Унӑн шалти каркасӗпе тулаш пластинисене улӑштарӗҫ, лаша кӑкӑрӗ ҫинчи ҫухалнӑ медальона юсӗҫ. Ку тапхӑр 2027 ҫулхи апрель уйӑхӗччен тӑсӑлӗ, скульптурӑна вырӑна тавӑрнипе вӗҫленӗ. Виҫҫӗмӗш тапхӑр палӑк патӗнчи территорие хӑтлӑлатасси тата фонтана ҫӗнетесси. Палӑка 2027 ҫулхи октябрьте уҫӗҫ, - ӑнлантарнă Салават Кулбахтин.
Вырӑнӗ, метр таранах, малтанхи пекех юлӗ, палӑк патӗнче нимӗнле ҫӗнӗ элемент та пулмӗ — вӑл шӑпах хӑй тунӑ пек таврӑнӗ. Пӗртен-пӗр улшӑну - палӑк малтанхи пекех тӗксӗм сӑрӑ пулса тӑрӗ.
Управлени ертӳҫи ҫавӑн пекех палӑк вырӑнӗнче вӑл ҫук вӑхӑтра вӑхӑтлӑх арт-объект е лазер проекцийӗ пулмасть тесе ӑнлантарнă — ҫакӑ строительсене чӑрмантарма пултарать.
 
Сӑнÿкерчӗкӗ: Галина Тряскина.
 
Уфара Салават Юлаев палӑкне реставрацилес ӗҫсем пуҫланнӑ
Уфара Салават Юлаев палӑкне реставрацилес ӗҫсем пуҫланнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас