Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
4 Июлӗн , 11:16

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче «Солнышко» кану площадкинче «Пӗрле вулама хаваслӑ!» литература программи пулнă.

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ
Ҫулла - ача-пӑча каникулӗн чаплӑ вӑхӑчӗ, ҫӗнӗ туйӑмсемпе паллашу вӑхӑчӗ.
Тус-юлташпа пӗрле ларса кӗнеке-журнал вулама вара епле аван.
Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Солнышко» кану площадкин «Пӗрле вулама хаваслӑ!» литература программин тӗллевӗ  ачасене интернетран пӑрса пӗр-пӗринпе хутшӑнма ирӗк парасси, кӗнекепе хутшӑннин пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне кӑтартасси, ҫавӑн пекех кӗнеке вулас кӑмӑла хавхалантарасси тата кӗнеке литературин тӗрлӗ енӗ ҫинчен тавракурӑма анлӑлатасси пулнӑ.
Ачасене тӗрлӗ пӗлӳ отраслӗнчи кӗнекесемпе паллаштарнă: техника, фольклор, Тӑван ҫӗршыв историйӗ, ҫут ҫанталӑк ҫинчен ҫырнӑ литература, ҫавӑн пекех ача-пӑча илемлӗ литератури.
Ачасене хӑйсен ҫемйисенче мӗнле юратнӑ кӗнекесем ҫинчен каласа пама сӗннĕ. Вӗсем пурте хӑйсен юратнӑ кӗнекисемпе литература геройӗсем ҫинчен харӑссӑн каласа панă. Хайлавсене саспа вуланă. Тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнă. «Ҫарӑк» юмаха импровизациленĕ.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Детский_досуг
#любимые_сказки
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче литература программи иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас