Пишпÿлекри Культура керменĕн ача-пӑча площадкинче чӑн-чӑн Инди уявӗн атмосфери хуҫаланнӑ. Ачасемпе аслисем Хольӑн ҫутӑ тӗсӗсене, хаваслӑхпа пултарулӑха кӗрсе ӳкнĕ.
«Инди çинчен интереслӗ фактсем» интерактивра ачасем слонсем, Болливуд, чей, Тадж-Махал тата Холи йӑли-йӗрки пирки кӑсӑкланса итленĕ. Индире кӗрен хула пурри тата кунта шахмат шухӑшласа кӑларни пуринчен ытла тӗлӗнтернĕ.
«Инди мандалӗ» ӑсталӑх класӗнче
ачасем хавхалансах кӑткӑс тӗрӗсем ӳкернӗ, вӗсене симметриллӗ тума тӑрӑшнӑ. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн шедеврӗсене килне илсе кайнӑ-уява асӑнса.
«Ҫутӑ сӑрӑсем» аквагримра вара ачасен пит ҫӑмартисем, сӑмсисемпе аллисем мини-пирсем пулса тӑнă: чечек эрешӗсем, тигр ҫурисем, бинди тата Инди туррисем те ÿкернĕ.
Кулӑш тинӗсӗ, чи кирли вара-питӗ лайӑх кӑмӑл!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.