Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
8 Сентябрӗн 2025, 11:04

Путин Юрий Энтина «Культурӑпа искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланă

#владимирпутин

Путин Юрий Энтина «Культурӑпа искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланă
Путин Юрий Энтина «Культурӑпа искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланă

 

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Юрий Энтин поэта, драматургпа сценариста «Культурӑпа искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗн тивӗҫлӗ указне авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.

«Тӑван ҫӗршыв культурипе искусствине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн наградӑламалла», — тенӗ документ текстӗнче.

Энтин театр постановкисем валли сценарисем ҫырнӑ, 50 ытла кӗнеке тата 20 ытла мультфильм валли юрӑ тексчӗсен авторӗ. Ҫавӑн пекех вӑл 100 ытла фильм авторӗ пулса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне поэт ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ хайлавсемшӗн РФ Президенчӗн 2015 ҫулхи литературӑпа искусство облаҫӗнчи премийӗн лауреачӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Михаил Метцель.

https://iz.ru/1950409/2025-09-06/putin-nagradil-poeta-iuriia-entina-ordenom-za-zaslugi-v-kulture-i-iskusstve

 

Путин Юрий Энтина «Культурӑпа искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланă
Путин Юрий Энтина «Культурӑпа искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас