Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Сентябрӗн 2025, 11:12

Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Пушкӑртра халӑхсен наци тумӗн кунне паллӑ тӑваççĕ

Пӗтӗм тӗнчери Пушкӑртсен Курултайӗ ҫак кун тӗлне флешмоб тăвасси çинчен пӗлтернӗ. 

Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Пушкӑртра халӑхсен наци тумӗн кунне паллӑ тӑваççĕ
Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Пушкӑртра халӑхсен наци тумӗн кунне паллӑ тӑваççĕ

Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Пушкӑртра йӑлана кӗнӗ уява —республикӑри халӑхсен наци тумӗн кунне паллӑ тӑвӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери Пушкӑртсен Курултайӗ ҫак кун тӗлне флешмоб тăвасси çинчен пӗлтернӗ. Хушăлка ял библиотеки флешмоба хутшӑнать.

Пушкӑртстан Республикинчи халӑхсен наци тумӗн кунне официаллӑ майпа 2020 ҫултан пуҫласа ҫулталӑкра икӗ хут — апрелӗн виҫҫӗмӗш эрнекунӗнче тата сентябрӗн иккӗмӗш эрнекунӗнче — паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак илемлӗ те колоритлă уява республикӑн асӑну кунӗсен календарьне нумаях пулмасть кӗртнӗ, хӑйсен мӑн аслашшӗсен, хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркипе, пуҫламӑшӗпе тата культурипе ҫыхӑнма май пултӑр тесе пурне те тӑваҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче 164 наци ҫынни пурӑнать. Вӗсен кашнин хӑйӗн историпе культура уйрӑмлӑхӗсем пур. Наци тумӗ — кирек мӗнле халӑхӑн культурин уйрӑлми пайӗ. Ку ахаль тум кӑна мар, пӗтӗм халӑх ҫинчен каласа пама пултаракан пысӑк истори. Ӑна йӑла-йӗрке пекех упрамалла.

#НациональныйКостюм2025
#МиллиКейем2025
#Бижбулякскийрайон
#КошЕлгинскаясельскаябиблиотека

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public131542087

 

 

Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Пушкӑртра халӑхсен наци тумӗн кунне паллӑ тӑваççĕ
Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Пушкӑртра халӑхсен наци тумӗн кунне паллӑ тӑваççĕ
Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Пушкӑртра халӑхсен наци тумӗн кунне паллӑ тӑваççĕ
Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Пушкӑртра халӑхсен наци тумӗн кунне паллӑ тӑваççĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас