Михайловкӑри Культура çуртĕнче целлофан пакетпа усӑ курса тӗлӗнмелле ӳкермелли техникӑпа кӑсӑк заняти иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансен ӳнер ӗҫӗсене тумалли тӗрлӗ меслетне сӑнама май пулнӑ. Вӗсем целлофанра шӑтӑксем тунӑ, ӑна тӗрӗсем е ӳкерчӗксем тума трафарет пек усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем целлофан çине сӑрӑ сӗрнӗ те унтан ӑна ӳкерчӗке куҫарма хут листи ҫине хунӑ. Ҫак техникӑсем хутшӑнакансене хӑйне евӗрлӗ тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тума, хӑйсен пултарулӑхне уҫма тата вӑхӑта хаваслӑ ирттерме май панӑ. Целлофан пакетсемпе усӑ курса ӳкересси вӗсемшӗн интереслӗ кӑна мар, пӗлӳ ӗҫӗ те пулса тӑнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Михайловкăри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.