#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Александр Маршал юрӑҫа «Культурӑпа искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланă. Кун пирки юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнчи указра пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак наградӑна Маршала «тӑван ҫӗршыв культурипе искусствин аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» панине палӑртаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне Раҫҫей ертӳҫи тата Ирина Дубцова юрăçăпа поэтессӑна «Культурӑпа искусствӑри ӗҫсемшӗн» медальпе чысланă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /Кристина Кормилицына.