Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче музыка ертӳҫи Ирина Васильевна Васильева ирттернӗ «Асамлӑ шӑхлич — курай» тематика занятийӗ иртнӗ.
Ачасем пушкӑрт наци культурин тӗнчине кӗрсе ӳкнĕ.
Хӑйне евӗрлӗ инструментпа — курайпа паллашнă, ӑна мӗнрен тунине, унӑн сасси ҫеҫенхирти ҫил пӑшӑлтатӑвӗ евӗр пулнине пӗлнĕ. Пушкӑрт халӑхĕн уявсенче те, кулленхи пурнӑҫра та ӗмӗр-ӗмӗр пӗрле ҫӳренӗ кӗввисене итленĕ. Пысӑк кӑмӑлпа вӗренсе пушкӑрт халӑхӗн «Кураист» вӑййине вылянă, унта вӑр-варлӑха, тимлӗхе тата ритм туйӑмне кӑтартма пултарнă.
Ҫакӑн пек занятисем музыка тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ кӑна мар, ачасенче тӑван ен йӑли-йӗркине хисеплеме вӗрентеҫҫӗ, унӑн пуян еткерӗпе кӑсӑклантараҫҫӗ.
Пушкӑртстан — тӗлӗнмелле кӗвӗсен ҫӗршывӗ, халӗ ача сачĕн воспитанникĕсем ҫакна лайăх пӗлеҫҫӗ!
#ДеньКурая
#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771