Хушăлка ял библиотеки библиотека вулаканӗсемпе «Хӗрлӗ паша — Карим Хакимов» информаци сехечӗ ирттернӗ. Хутшăнакансем Тухӑҫри пӗрремӗш совет дипломачӗ, Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫын тата обществӑпа политика хастарӗ ҫинчен информаци илнĕ. Библиотекарь Карим Хакимовӑн пурнӑҫ ҫулне тӗплӗ ҫутатса панă, вӑл ахаль хресчен ҫемйинчен тухнине тата дипломати сферинчи витӗмлӗ ҫитӗнӗвӗсене тимлӗх уйӑрнă. Калавра Хакимовӑн арап ҫӗршывӗсенчи ӗҫӗ-хӗлӗ уйрӑм вырӑн йышӑннине, унта вӑл Совет Союзӗпе ҫывӑх тухӑҫ патшалӑхӗсем хушшинче туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑннине каласа панă. Тата унӑн биографине халалланӑ литература хайлавӗсемпе паллашма пултарнă, сӑмахран, Н.В. Асанбаевӑн «Хӗрлӗ паша» кӗнекипе тата Арави территорийӗсене пӗр патшалӑха пӗрлештерессипе ҫыхӑннӑ пулӑмсем ҫинчен каласа паракан «Абдул-Азизпа Карим: геройсен вӑхӑчӗ» комикспа.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.