Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
1 Декабрӗн 2025, 12:18

Ситекпуçĕнчи Культура çуртĕнче Анне кунне халалланӑ уяв концерчӗ иртнĕ

Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче чи ӑшӑ уява — Анне кунне халалласа тӗлӗнмелле «Пуриншӗн те тав тӑватӑп сана...» уяв пулнă.

Ситекпуçĕнчи Культура çуртĕнче Анне кунне халалланӑ уяв концерчӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнчи Культура çуртĕнче Анне кунне халалланӑ уяв концерчӗ иртнĕ

Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче чи ӑшӑ уява — Анне кунне халалласа тӗлӗнмелле «Пуриншӗн те тав тӑватӑп сана...» уяв пулнă. Концерт программине Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн «Берегиня» юрă ушкӑнӗ, Елена Михайлова тата Галина Скоробогатова солисткӑсем хутшӑннӑ. ПР халӑх ҫутӗҫ отличникӗ, вырӑс юррин «Вдохновение» халӑх хорне йӗркелекен Маргарита Пашуткина вырӑс юррин пӗтӗм тарӑнӑшне уҫса чуна пырса тивекен илемлӗ юрӑсем шӑрантарнă. ПР ҫутӗҫ отличникӗ, ПР Тава тивӗҫлӗ учителӗ, Фатих Карим преми лауреачӗ Раиль Рустамович Едиханов саксафонпа тата баянпа ӑста вылянине кӑтартса панă, итлекенсен туйӑмсен тӑвӑлне хускатнă. Пултаруллӑ Зилия Таран ертсе пыракан «Умырзая» тата «Созвездие» хореографи ансамблӗсем тухса калани каҫӑн уйрӑм илемӗ пулнă. Кашни номере куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса савӑнтарнă. Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Владислав Иосифович Петров, Киров ячӗллӗ кооператив председателӗ Александр Маркелович Тихонов, ял старости Галина Владимировна Скоробогатова саламласа сӑмах каланă. Уйрӑм блока ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалланӑ. Залра СВО хутшăнакансен ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ. Лидия Павлова «Ывӑл. Эсӗ таврӑнатӑн!» сăвă вуласа панă. Экран ҫинче —пирӗн ачасен сӑн ӳкерчӗкӗсем, Ситекпуç ялӗнчен алла хӗҫ-пӑшал тытнӑ 26 каччӑ Тӑван ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлет. Культура çурчӗн фойинче курма килекенсем валли тӗлӗнмелле пултаруллӑ çыннӑн Р.Р. Едихановӑн ӗҫӗсен куравне, Чӑваш Республикинчи Болтаева маҫтӑрӑн япалисен курав-сутӑвне илемлетнӗ. Концерта ертсе пыракансем Алена Александровнапа Ольга Леонидовна аннесене саламламалли сӑмахсем каланă. Уяв программи пӗрре сывласа илнĕ пек вӗҫсе иртнӗ. Ҫак каҫ пире ҫемьери йӑла-йӗркесен хаклӑхӗ тата аннемӗрсене тав сӑмахӗ пӗлтернин пӗлтерӗшӗ ҫинчен аса илтернӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 https://ok.ru/group/54151801667774

Автор: Марина Иванова
Читайте нас