Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
9 Декабрӗн 2025, 11:30

Истори реликвийӗ — ҫемье реликвийӗ

Ситекпуç ялӗн истори залӗ хӑйне евӗрлӗ экспонатпа пуянланнӑ.

Истори реликвийӗ — ҫемье реликвийӗ
Истори реликвийӗ — ҫемье реликвийӗ

Ситекпуç ялӗн истори залӗ хӑйне евӗрлӗ экспонатпа пуянланнӑ, унӑн истори пахалӑхӗ уйрӑмах пысӑк. Петрова Анна Максимовна, Ситекпуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 1930 ҫулта ҫуралнӑ, ялти Культура çуртне унӑн амӑшӗ Марфа Михайловна Павлова (Гаврилова)1945 ҫултах ӑсталанӑ авалхи кӗпене панӑ. Марфа Михайловна (1908 ҫ. — 2001 ҫ.) 1940 ҫулта кӗпе валли материал хатĕрленĕ. Пирӗн ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑмӑн амӑшӗ вӑрӑм кун-ҫул, 93 ҫул, пурӑнса ирттернӗ. Анна Максимовна 2025 ҫулта 95 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Алӑпа юратса, тӑрӑшса ӑсталанӑ кӗпе Петровсен ҫемйинче темиçе теçетке ҫул хушши тирпейлӗ упраннӑ чӑн-чӑн ҫемье реликвийӗ пулса тӑрать. Анна Максимовнапа унӑн тӑванӗсем тимлӗ пулнипе вӑл питӗ лайӑх сыхланса юлнӑ. Халӗ ҫак чаплӑ экспонат экспозицисен хушшинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ, килен-каяна пирӗн ҫӗршыва вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫӗнетӳ тапхӑрӗн тата ҫемье историне каласа парӗ. А.М. Петрова кӗпене пама йышӑннине ӑнлантарса панӑ май ҫемье йӑли-йӗркине тата культура еткерлӗхне упраса хӑварнин пӗлтерӗшне палӑртнă: «ҫак кӗпе пире пирӗн асаттесен ӗҫченлӗхне, ахаль япаласен савӑнӑҫне тата перекетлӗхне аса илтерет. Халӗ вӑл ыттисене савӑнтарма пултарнӑшӑн савӑнатӑп». Ял историйӗн залне ҫӳрени иртнине сӗртӗнме, ҫав вӑхӑтри чуна туйма тата ӑрусен ҫыхӑнӑвне ӑнланса илме питӗ лайӑх сӑлтав пулӗ. Шӑпах ҫакӑн пек сайра тӗл пулакан япаласем иртнине асра тытма пулӑшаҫҫӗ-ҫке, ҫутӑ малашлӑх тума хавхалантараҫҫӗ. Ситекпуç ялӗн истори залне пырӑр та пирӗнпе пӗрле иртнӗ самана атмосферине путӑр!

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://ok.ru/group/54151801667774

 

 

Истори реликвийӗ — ҫемье реликвийӗ
Истори реликвийӗ — ҫемье реликвийӗ
Истори реликвийӗ — ҫемье реликвийӗ
Истори реликвийӗ — ҫемье реликвийӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас