Пишпӳлекре Рамиль Бадамшинăн концерчӗ пулнă. Ҫак кунсенче республикӑри районсем тӑрӑх «Гитара та автомат» программӑпа гастрольте ҫӳрекен юрӑҫ Пишпӳлек халӑхĕ лайӑх пӗлекен юрӑсене — СВОна хутшӑнакансене, волонтерсене, малта пыракан боецсене пулӑшакансене халалланӑ юрӑсене — шӑрантарнă. Хӑйӗн энергетикипе кăмăл-туйăмне итлекенсене пама тӑрӑшса Рамиль Бадамшин пурне те ятарлӑ операци тӗллевӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе пӗрлӗх тума чӗнсе каланӑ.
Кунсӑр пуҫне концерт иртнӗ Культура керменĕн сцени ҫинче районти ҫамрӑк ҫынсене паспортсем парса чысланă. Паспортсем панӑ район Совечĕн секретарӗ Вадим Булатов ачасене Раҫҫейӗн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулма суннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.