Пишпӳлекри Ача-пӑча ÿнер шкулӗн «Хор юрри» уйрӑмӗнче «Хӗллехи юмах асамлӑхӗ» Çӗнӗ ҫул отчет концерчӗ иртнӗ. Мероприяти пирӗн пултаруллӑ вӗренекенсене хӑйсен пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсене кӑтартма май парас тесе юлташӗсене, ашшӗ-амӑшӗсене, педагогсене тата классикӑпа хальхи вокала кӑмӑллакансене пурне те пухнă.
Мероприяти вӑхӑтӗнче тӗрлӗ жанрпа стиль номерӗсем янӑранă — классикӑлла лирикӑран пуҫласа популярлӑ эстрада композицийӗсем таранах. Кашни тухса калакана куракансем чун-чӗререн алӑ ҫупса, пулӑшса кĕтсе илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри Ача-пӑча ÿнер шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217369844