#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2026 ҫулта Станислав Говорухин кинорежиссер ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ указ февралĕн 11-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленнӗ.
«Йышӑнатӑп: 2026 ҫулта Станислав Сергеевич Говорухин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявлама халалланӑ мероприятисем ирттермелле», - тенӗ документра.
Указпа килӗшӳллӗн юбилей мероприятине хатӗрлесе ирттерессипе йӗркелӳ комитетне йӗркеленӗ. Унӑн председательне Патшалӑх Думин председательне Вячеслав Володина лартнӑ. Ҫавӑн пекех йӗркелӳ комитечӗн йышне ҫирӗплетнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Владимир Федоренко.
https://iz.ru/2041003/2026-02-11/putin-poruchil-otmetit-90-letie-rezhissera-govorukhina-v-2026-godu