Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
6 Апрелӗн , 12:06

Пишпÿлекре ачасен театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ

Пишпӳлек районӗнчи Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне халалланӑ «Раҫҫей халӑхӗсен мозаики» театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ.

Пишпÿлекре ачасен театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ
Пишпÿлекре ачасен театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ

 

Пишпӳлек районӗнчи Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне халалланӑ «Раҫҫей халӑхӗсен мозаики» театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ. Конкурс муниципаллӑ районти вунă вӗренӳ организацийӗнчен пултаруллӑ ҫамрӑк артистсене пухнă, вӗсем нумай нациллӗ Раҫҫейӗн культура нумай енлӗхне тата пӗрлӗхне кӑтартакан ҫутӑ та асра юлакан постановкӑсемпе паллаштарнă.

Компетентлӑ жюри Пишпÿлек районӗнчи ача сачӗсемпе шкулсенчи 12 театр коллективӗ тухса калаҫнине пӑхса хакланă.

Вӑтам ӳсӗмри категорие хутшӑнакансен хушшинче Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн «Радуга» театр коллективӗ (ертӳҫи З.И. Ахметшина, пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ) «Ҫил ачисем» театр постановкипе 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тата Зоя Ильясовна лартнӑ «Татюк» театр постановкине Хисеп хучӗпе палӑртнӑ.

Ҫамрӑк артистсем пысӑк шайри хатӗрленӳ кӑтартнă, командӑра ӗҫлеме пӗлнине кӑтартнă, пултарулӑха уҫса панă, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе культурине хисепленине пӗлтернĕ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/bssh2

 

 

Пишпÿлекре ачасен театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ
Пишпÿлекре ачасен театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ
Пишпÿлекре ачасен театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ
Пишпÿлекре ачасен театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ
Пишпÿлекре ачасен театр коллективӗсен муниципалитет конкурсӗ иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас