Çутă çул
+9 °С
Облачно
Культура
16 Апреля , 07:35

Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕ

Наци костюмӗн кунӗ умӗн Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн «Ташӑ тӗнчи» пӗрлешӗвӗн «Искорки» ушкӑнӗнче «Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ» темӑпа ӑшӑ та илӗртӳллӗ калаҫу иртнӗ.

Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕВырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕ
Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕ

Наци костюмӗн кунӗ умӗн Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн «Ташӑ тӗнчи» пӗрлешӗвӗн «Искорки» ушкӑнӗнче «Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ» темӑпа ӑшӑ та илӗртӳллӗ калаҫу иртнӗ.
Историе путнă — пуҫламӑшӗнчен пуҫласа хальхи самана таранах, тӗрӗсемпе эрешсем хыҫӗнче мӗн пытанса тӑнине, вӗсен пӗлтерӗшӗ вӑхӑт иртнӗҫемӗн мӗнле улшӑннине пӗлнĕ. Иртнипе хальхи вӑхӑта танлаштарнă йӑла-йӗрке ҫӗнӗ формӑсемпе малалла пурӑннине ӗненнĕ.
Хӗрачасене уйрӑмах интереслӗ пулнă, мӗншӗн тесен халӗ вӗсем вырӑс халӑх стилӗпе эстрада ташшипе ӗҫлеҫҫӗ-ҫке. Ҫавӑнпа та тепӗр утӑм пултарулӑх заданийӗ пулнă — сцена костюмӗсен хӑйсен эскизӗсене туса хатӗрлесси.
Вара пӗрремӗш «чӗкеҫсем» — хӑюллӑ, ҫутӑ та питӗ хавхалантаракан шухӑшсем —тупӑннă ӗнтӗ.
Эпир шанса тӑратпӑр: пластикӑпа музыкăна туйнине кӑна мар, номере пӗтӗмпех курма пӗлнине те аталантармалла — сӑнар шухӑшӗнчен пуҫласа ӑна сцена ҫинче калӑпласси таран.

#Деньнациональногокостюма
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public144264663

 

 

Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕ
Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕ
Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕ
Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕ
Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕ
Вырӑс халӑхĕн йӑлана кӗнӗ костюмӗ çинчен калаҫу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас