

Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулти 4 «Б» класра вӗренекен Виолетта Петрова, регионсем хушшинчи «Сывӑ-и, сывӑ-и, юмах!» чӑвашла (ертӳҫи - Н.Г. Николаева, чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ) муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă.
Виолеттӑпа Наталья Геннадьевнана конкурсра ҫӗнтернӗ ятпа саламлатпӑр!
Наци культурине, фольклорне, чӗлхисемпе илемлӗ литературине тӗпчекен конкурссене хутшӑнни вӗренекенсен пӗтӗм тавракурӑмне, толерантлӑха йӗркелеме тата Раҫҫей халӑхӗсен культурипе йӑли-йӗркине тӗпчеме пулӑшать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2