

Пишпÿлекри Культура керменĕн Тӗслӗхлӗ чӑваш фольклор ансамблӗ «Шур çăл» (ертӳҫи — Л.В. Романова) «Силпи асамачĕ» регионсем хушшинчи чӑваш ачисемпе ҫамрӑксен XII фестивальне хутшӑннӑ. Мероприяти Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» ДНК» муниципаллӑ автономи культура учрежденийӗнче иртнӗ.
Коллектив ҫурхи йӑлана кӗнӗ «Çăварни» йӑла-йĕркепе паллаштарнă, «Фольклор юрри тата йӑла» номинацире I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ансамбле хутшӑнакан Савелий Васильев пӗччен жанрпа тухса каласа I степеньлӗ диплом илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bizbulyakdk