

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче чуна пырса тивекен «Чӗре асаилӗвӗ: Ҫӗнтерӳрен малашлӑха» концерт иртнӗ.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсемпе пулӑмӗсене аса кăна илмен - ҫак асаилӗве чӗрепе пурӑннӑ. Кашни сӑмахра, кашни нотӑра пире тăнăçлăх парнеленисене, ӑна малалла хӳтӗлекенсене тав туни илтӗннӗ.
Шӑплӑх саманчӗ хӑйне уйрӑм, чуна витерекен самант пулса тӑнă ... Зал шӑплӑхӗнче кашниех хӑй ӑсĕнче геройсен паттӑрлӑхне, киле таврӑнманнисене аса илнӗ. Ҫак шӑплӑх пурне те — ачасене те, аслисене те — тарӑн тав тунин тата хисеп туйӑмӗпе пӗрлештернӗ.
Мероприятисене ертсе пыракансем, Валентина Александровна Леонтьева тата Татьяна Владимировна Петрова педагогсем пӗтӗм концерта чун-чӗререн тата кӑмӑлпа илсе пынă.
Ҫамрӑк артистсем куракансене хӑйсен чӗрисене парнеленӗ:
- «Янравлӑ сасӑ» пӗрлешӗве хутшӑнакансем («Соловушки» тата «Жаворонушки» ушкӑнсем) чуна пырса тивекен юрӑсем шӑрантарнă;
- «Ташӑ тӗнчи» пӗрлешӗвӗн («Топотушки» тата «Искорки» ушкӑнсем) ташӑҫисем сценӑна ҫутӑ, туйӑмлӑ номерсемпе тултарнă.
Ҫак патриотла мероприяти чӑннипех те пӗрлештерекен — ӑшӑ, чӗререн тухакан тата кашниншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнă.
Ӑстăвăм пирӗн чӗресенче пурӑнать. Шӑпах ҫакӑн пек тӗлпулусем урлӑ вӑл малалла — ӑруран ӑрӑва куҫать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public144264663