

Чӑваш хӑйне евӗрлӗ йӑлана кӗнӗ культурине упраса хӑварма, сарма, тӑван чӗлхене аталантарма тата ҫитӗнекен ӑрӑва наци культурине юратса хисеплес шухӑшпа воспитани пама «Шур çăл» хӑйне евӗрлӗ те анлӑ фестиваль проекчӗ тӗллев лартнӑ. Вӑл ĕнтӗ нумай ҫул хушши Пушкӑртстан Республикин Пишпӳлек районӗнче ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Кӑҫал фестивалӗн юлашки тапхӑрӗнче Стерлитамак, Пелепей, Федоровка, Чекмагуш, Пишпӳлек, Мияки, Кармаскалă районӗсемпе Туймазă, Пелепей, Уфа хулисенчи 36 ача-пӑчапа ҫамрӑксен коллективӗ (ҫав шутра пӗчӗк формӑсемпе те) хӑйсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне юратнипе паллаштарнă. Фестиваль-конкурсӑн юлашки тапхӑрне хутшӑнакансем вокал (халӑх, эстрада), хореографи, фольклор, инструмент пултарулӑхӗ номинацисенче чи лайӑххи пулассишӗн кӗрешнĕ.
Хушăлкари вăтам шкулта вӗренекенсем фестивале хутшӑннă. Фольклор номинацинче — «Туслӑх» ушкăн (ертÿçи И.Г. Степанова), эстрада юрри номинацире — «Илем» вокал ушкăнĕ (ертÿçи Е.В. Павлова), инструмент пултарулӑхӗн номинацийӗнче Злата Тимофеевапа Елена Исаеван дуэчӗ тухса вылянă (ертÿçисем Н.В. Ковальцова, М.Н. Тимофеева), тата инструмент пултарулӑхӗ номинацире — Анастасия Спиридоновапа Яна Костина хутшăннă (ертÿçи Р.М. Димеева).
Пирӗн хутшӑнакансем пурте иккӗмӗш степеньлӗ лауреатсем пулса парнесем илнĕ — микрохумлӑ кӑмака. Хутшӑнакансемпе ертӳҫӗсене пурне те саламлатпӑр. Ҫӗнӗ пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсемпе ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!
#годединстваидружбынародов
#годбольшойидружнойсемьи
#ШурҪӑл
#межрегиональныйфестивальБелыйРодник
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202011028