

Пишпӳлекре регионсем хушшинчи ачасемпе ҫамрӑксен «Шур ҫăл» фестиваль-конкурс иртнӗ.
«Шур ҫӑл» ачасен янӑравлӑ сассисемпе янӑраса кайнă, куллисемпе ҫиҫнӗ, халӑх пултарулӑхӗн чи таса савӑнӑҫӗпе сывланă.
«Эстрада юрри» номинацире Пăслăкри Культура çурчĕн Федоровсен çемье дуэчӗ Анжелӑпа Дарина 2-мӗш степеньлӗ лауреатсем, Пăслăкри вăтам шкулăн «Капель» ача-пӑча юрă ансамблӗ (ертÿçи Лия Данилова) 3-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Пирĕн ăшă саламсем. Галина Степановна Данилована фестиваль валли ятарласа ҫӗленӗ костюмсемшӗн тав тӑватпӑр.
Йӗркелӳҫӗсемпе ертӳҫӗсем эсир фестивальте ҫӗршер пӗчӗк ҫӑлтӑр ҫутнӑ вут-ҫулӑм хуралҫисем. Спонсорсем — эсир ҫак ҫӑлкуҫа ҫӳле те ҫап-ҫутӑ ҫутма вӑй панӑ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫӗр.
Чӑваш культури сирӗн аллӑрта ҫумӑр хыҫҫӑнхи сад пек чечекленнӗшӗн тавтапуҫ сире. «Шур çăл» нихӑҫан та ан ӑшӑхлантăр, чӗрӗрсене яланах ачасем тав туни ӑшӑттӑр.
#БазлыкскийСМФК
#Бижбулякскийрайон
#Шурҫӑл
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.