

«Юмах сукмакӗсем тӑрӑх» конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗнче чаплӑ ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн воспитанникӗсем «Теремок чăвашла» юмахпа республикӑри шкул ҫулне ҫитменнисен «Хунав» фестивальне хутшӑнса «Юмахсен асамлӑ тӗнчи» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнă. Ҫамрӑк талантсене Чӑваш Республикин министрӗ Д.А. Захаров I степеньлӗ Дипломпа чысланӑ. Ҫӗнтерӳпе, пирӗн пӗчӗк асамҫӑсем!
Ачасене хатӗрленӗ педагогсене: Валентина Даниловна Акимована, Ольга Вячеславовна Павлована тата Галина Владимировна Хакимована чунтан тав тӑватпӑр. Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр. Эсир ачасене ӑсталӑх кӑна мар, хӑвӑр чунӑн пӗр пайне те хывнӑ. Тавтапуҫ сирӗн ӗҫӗршӗн, чӑтӑмлӑхӑршӑн тата тӗлӗнтермӗшсене ӗненнӗшӗн.
Хаклӑ ҫӗнтерӳҫӗсем! Пурнӑҫӑрта ырӑ юмах валли яланах вырӑн пултӑр. Пултарӑр, ӗмӗтленӗр, вылятăр — эсир пирӗн ҫӑлтӑрсем!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282