

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Республика Ҫуртӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Горький ячӗллӗ МХАТ художество ертӳҫипе, Раҫҫей тата Пушкӑртстан халӑх артисчӗпе Сергей Безруковпа тӗл пулнӑ. Кун йĕркинче – Уфара ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 1-мӗшӗччен «ЭХО БДФ» пысӑк ача-пӑча фестивалӗн ятарлӑ программине ирттересси, актер унӑн худрукӗ.
Калаҫӑвӑн тӗп теми – Уфара ачасен «ЭХО БДФ» пысӑк фестивалӗн ятарлӑ программине ирттересси, вӑл ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 1-мӗшӗччен пырӗ. Радий Хабиров хӑнана ӑшшӑн саламланă, фестивале республикӑна илсе килес пуҫарушӑн тав тунă. Регион ку проекта пӗр иккӗленмесӗр пулӑшнине палӑртнă вӑл, мӗншӗн тесен Пушкӑртстанра Сергей Безрукова пысӑк артист пек юратаҫҫӗ, хаклаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ, фестиваль теми хӑй вара – ырӑ, пӗлтерӗшлӗ, пӗтӗмпех ачасемпе вӗсен пултарулӑхне халалланӑ.
Хуравлӑ сӑмахра Сергей Безруков республика ертӳлӗхне пулӑшнӑшӑн тав тунӑ, проект историйӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн официаллӑ страницинчен.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-05-27/radiy-habirov-vstretilsya-s-narodnym-artistom-sergeem-bezrukovym-4700956