

Алексеевка çыннисен ҫулленхи пуҫарӑвӗ — Улмуҫҫи садне Çимĕк умӗн пухӑнасси — тахҫанах ырӑ йӑла пулса тӑнӑ.
Мероприяти автомобильсем çÿрекен кӗпере уҫнинчен пуҫлашннӑ. Ял ҫыннисем Кăркан юханшывӗ урлӑ хывнӑ ҫак кӗпере хӑйсен вӑйӗпе юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫак пулӑмпа ҫынсене Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Амурович Галеев саламланӑ.
Ҫавӑн пекех пурне те уяв ячӗпе Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Иосифович Петров саламланă.
Вӑл чи хастар ҫынсене тав ҫырӑвӗсем панă, хӑйӗн сӑмахӗ вӑхӑтӗнче Алексеевка ялӗнчи "Улмуҫҫи сачӗ" Асӑну паркĕ Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа проект ҫӗнтерӳҫи пулса тӑни, ҫавна май ӗҫ нумай пуласси пирки хушса хунă. Саламсене малалла Пишпӳлек районӗн район Канашӗн председателӗ Юрий Григорьевич Павлов, Пишпӳлек районӗн чăвашсен Канаш председателӗ Сергей Квинтильянович Михайлов, Альшей ДРСУн Пишпӳлек районӗн участокĕн пуҫлӑхӗ Наиль Габдуллович Гатауллин тăснă.
"Все для Победы - Бижбуляк" волонтер юхӑмӗн ертӳҫи Алевтина Герасимовна Васильева уйрӑмах палӑрнӑ волонтерсене значоксем панă.
Пӗтӗм мероприяти вӑхӑтӗнче Пишпӳлек районӗн артисчӗсем куракансене чун-чӗре, вут хыптаракан номерсем парнеленĕ, каҫ тăршшĕпе алӑ ҫупма чарӑнман. Уяв мероприятийӗ уяв фейеверкӗпе вӗҫленнӗ. Алексеевка ялӗнче пурӑнакансене ҫак уяв вăрах асра юлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh